Пайĕсене причасти аффиксĕсемпе çыхăнтаркан пăхăнуллă хутлă предложенисем

Теори материалӗсем

Пайĕсене глаголăн причасти аффиксĕсемпе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложенисем

Пайĕсем глаголăн причасти аффиксĕсемпе çыхăнакан пăхăнуллă хутлă предложение пайĕсене глаголăн причасти аффиксĕсемпе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложени теççĕ.

Пăхăнуллă хутлă предложени пайĕсене çыхăнтаракан причасти аффиксĕсем:

1) иртнĕ причасти аффиксĕ -нă(-нĕ) (Аслати кĕмсĕртетнĕ вăхăтра эпĕ килте ларатăп.);

2) хальхи причасти аффиксĕ -акан(-екен) (Аппа юрлакан юрă питĕ илемлĕ.);

3) пулас причасти аффиксĕ -ас(-ес) (Юр çăвас вăхăт çывхарать.);

4) пултаракан причасти аффиксĕ (Çĕр çĕклейми салама йышăнсамăр аппăртан.).

-Нă(-нĕ), -акан(-екен), -ас(-ес) аффикссемпе çыхăнакан пăхăнуллă предложенисем, тĕпрен илсен, япала паллине пĕлтереççĕ, определени ушкăнне кĕреççĕ.

Глаголăн пултаракан причасти аффиксĕпе çыхăнакан пăхăнуллă предложени япалан, ĕçĕн, пĕр-пĕр паллăн паллине е предикацилĕхе пĕлтерет.

Сӑн пуххисем

Пайĕсене глаголăн причасти аффиксĕсемпе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложенисем

Пайĕсене глаголăн причасти аффиксĕсемпе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложенисем
Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42