Пайĕсене падеж системине кĕмен аффикссемпе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложенисем

Теори материалӗсем

Пайĕсене падеж системине кĕмен аффикссемпе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложенисем

Пайĕсем падеж системине кĕмен аффикссемпе çыхăнакан пăхăнуллă хутлă предложение пайĕсене падеж системине кĕмен аффикссемпе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложени теççĕ.

Пăхăнуллă хутлă предложени пайĕсене çыхăнтарма пултаракан ятарлă аффикссем йышне çаксене кĕртме пулать: -ранпа(-ренпе), -серен, -ччен, -ла(-ле), -çем(-çемĕн) -ăн(-ĕн). Ку аффикссемпе çыхăнакан пăхăнуллă предложенин сказуемăйĕ глаголăн пули-пулми форминчен, инфинитивĕнчен, иртнĕ тата пулас причастийĕсенчен пулма пултарать.

Пăхăнуллă хутлă предложенин пайĕсене çыхăнтаракан -ранпа(-ренпе) аффикс глаголăн иртнĕ причасти форми çумне хушăнать, вăхăта пĕлтерет: Çуллахи каникул пуçланнăранпа уйăх иртрĕ.

Пăхăнуллă предложенин сказуемăйĕ инфинитивăн -серен тăтăшлăх форми аффиксĕнчен пулнă чухне те хутлă пĕрлĕхĕн пайĕсем хушшинче вăхăт çыхăнăвĕ палăрать: Аппăшĕ яла килмессерен артист пулас шухăшĕ çирĕпленсех пычĕ.

Пăхăнуллă предложенин сказуемăйĕ -ччен аффикслă чухне хутлă пĕрлĕхĕн пайĕсем пĕр-пĕринпе вăхăт, мĕнлелĕх, виçе пĕлтерĕшĕсемпе çыхăнаççĕ: Ачасем хĕвел анса ларичченех аслисемпе пĕрле ĕçлерĕç.

Пăхăнуллă предложенин сказуемăйĕ иртнĕ причастин -çем(-çемĕн) тăсăмлăх форми афиксĕнчен пулнă чухне хутлă пĕрлĕхĕн пайĕсем хушшинче вăхăт е танлаштару çыхăнăвĕ пулать: Çил вĕрнĕçем çанталăк сивĕтсе пырать.

Пăхăнуллă хутлă предложенин пайĕсене çыхăнтаракан -ла(-ле) аффикс танлаштару пĕлтерĕшлĕ пулать: Ваçук пыр çурăлса каясла çухăрать.  

Танлаштару пĕлтерĕшĕ -ăн(-ĕн) аффиксăн та пур: Кĕтÿ пăхнă чух кун иртессĕн туйăнмасть.

Сӑн пуххисем

Пайĕсене падеж системине кĕмен аффикссемпе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложенисем

Пайĕсене падеж системине кĕмен аффикссемпе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложенисем
Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42