Теори материалӗсем
Пайĕсем -и афикспа çыхăнакан пăхăнуллă хутлă предложенисем
Пайĕсем -и афикспа çыхăнакан пăхăнуллă хутлă предложение пайĕсене -и аффикспа çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложени теççĕ.
-И аффикс ят мар сăмахсене япала ячĕ функцийĕпе çÿреме май паракан аффикс. Пăхăнуллă предложени сказуемăйĕ ят сăмахран (паллă е япала ячĕсенчен) е причастирен пулнă чухне çак аффикса йышăнмасăр пулмасть. Кун пек чух тĕп предложенире подлежащи пулмасть, мĕншĕн тесен ун вырăнĕнче пăхăнуллă предложени пулать. Тĕслĕхрен: Манран инçе мар çаран кайăкĕ савăнса юрлани илтĕнет.
Хутлă пĕрлĕх пайĕсене çыхăнтаракан -и аффикс çак сăмах формисем çумне хушăнать:
1) иртнĕ причасти (Кайăксем юрлани чуна килентерет.);
2) пулас причати (Пурнăç мĕнле пуласси ытларах чухне хамăртан килет.);
3) хальхи причасти (Пÿлĕмсенчен эпĕ пурăнаканни çутăрах.);
4) паллă ячĕ (Кÿршĕ-аршă лайăххи килти çемьепе пĕрех.).
Хутлă пĕрлĕхри пăхăнуллă предложенин сказуемăйĕ çумне хушăнакан -и аффикс вырăс чĕлхинчи союзла сăмахпа ăна тивĕçлĕ кăтарту сăмахĕн фунцийĕсене пурнăçлать: Кĕреçе пуррисем çĕр чаваççĕ. – Те, у кого есть лопаты, копают землю.