15. Союзла сăмахлă пăхăнуллă хутлă предложенисем

Теори материалӗсем

Союзла сăмахлă пăхăнуллă хутлă предложенисем

Пайĕсем союзла сăмахпа çыхăнакан пăхăнуллă хутлă предложение союзла сăмахлă пăхăнуллă хутлă теççĕ.

Союзла сăмахсем шутне кам, мĕн, ăçта, хăçан, камăн, мĕне, мĕн чухлĕ йышши ыйту местоименийĕсемпе наречисем кĕреççĕ. Вĕсем пăхăнуллă предложенирех пулаççĕ. Тĕп предложенире пĕлтерĕш енĕпе союзла сăмахсемпе шайлашуллă местоименисемпе наречисем пулаççĕ, вĕсене кăтарту сăмахĕсем теççĕ: кам – вăл, çав; мĕн – çав, ăçта – çавăнта, хăçан – çавăн чух, епле – çапла, мĕн чухлĕ – çавăн чухлĕ.

Пăхăнуллă предложенири союзла сăмах та, тĕп предложенири кăтарту сăмахĕ те çыхăну тунипе пĕрлех хăйсен пĕлтерĕшне те çухатмаççĕ, уйрăм ыйтăва хуравлаççĕ, предложени членĕ пулаççĕ.

Союзла сăмахлă пăхăнуллă предложени, тĕпрен илсен, малти вырăнта тăрать, тĕп предложени – иккĕмĕш вырăнта. Пăхăнуллă прдложени тĕп предложенин кăтарту сăмахĕ мĕне пĕлтернине уçăмлатать: Кам ăслă, çав çĕнтерет.

Союзла сăмахпа çыхăнакан пăхăнуллă предложенисене тĕп предложенирен запятой лартса уйăраççĕ: Амăшĕ епле, хĕрĕ çапла.

Союзла сăмахлă пăхăнуллă предложенире тĕп предложенири кăтарту сăмахĕ тухса ÿкме пултарать. Калаçура вăл тухса ÿкнине чарăну туса, çырура тире лартса палăртатпăр: Кам ĕçлет – çиет, кам ĕçлемест – çимест.

Сӑн пуххисем

Союзла сăмахлă пăхăнуллă хутлă предложенисем

Союзла сăмахлă пăхăнуллă хутлă предложенисем
Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42