29. Чĕлхен функцирен килекен тĕсĕсем

Теори материалӗсем

Стиль тĕсĕсем

Пирĕн чĕлхери сăмахсем стильпе экспресси тĕлĕшĕнчен пурте пĕр мар. Пĕрисемпе кулленхи калаçура та, кĕнекесемпе хаçат-журналта та, наука ĕçĕсенче те анлă усă кураççĕ, ун пек сăмахсем чĕлхере йышлă. Теприсем ытларах наукăра усă курмалли сăмахсем, виççĕмĕшсем поэзире тĕл пулаççĕ.

Хутшăнура чĕлхе хатĕрĕсемпе вăхăта, вырăна тата тĕллеве шута илсе усă курнине стиль теççĕ. Анлă сарăлнă ăслăлăх вĕрентĕвĕнче 5 стиль уйăраççĕ: калаçу стилĕ, илемлĕ стиль, публицистика стилĕ, ĕçлĕ стиль, ăслăлăх стилĕ.

Калаçу стилĕ стильсен пĕр пысăк ушкăнне тăвать. Ытти стильсем (илемлĕ стиль, публицистика стилĕ, ĕçлĕ стиль, ăслăлăх стилĕ) кĕнеке стильне кĕреççĕ.

Хальхи ученăйсем илемлĕ стиле уйрăм ушкăна уйăрасшăн мар, мĕншĕн тесен илемлĕ литературăра кирек мĕнле стиль паллине те курма пулать.

Кашни стилĕн хăйне кăтартуллă чĕлхе хатĕрĕсем пур, жанрĕсем аталаннă.

Калаçу стилĕ килте е ун таврашĕнче пулса иртекен кулленхи калаçура палăрать.

Илемлĕ литература хайлавĕсене илемлĕ стильпе çыраççĕ.

Халăхра ирттерекен агитаципе пропагандăра, инормаци хатĕрĕсенче публицистика стилĕ курăнать.

Граждансем тĕрлĕ учрежденипе, учрежденисем пĕр-пĕринпе ĕçлĕ стильпе хутшăнаççĕ.

 

Ăслăлăх ĕç-хĕлне ăслăлăх стилĕпе туса пыраççĕ.

Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42