28. Пуплев ĕçĕ-хĕлĕ

Теори материалӗсем

Пуплев ĕçĕ-хĕлĕ

Пуплев ĕç-хĕлĕ – çыннăн пĕтĕмĕшле ĕç-хĕлĕн пĕр тĕсĕ. Вăл  хăйĕн тĕрлĕ енĕпе чылай кăткăс ĕç-хĕл шутланать. 

Пуплев ĕç-хĕлне пĕр-пĕр шухăша пурнăçа кĕртес тĕллевлĕ пуплев акчĕсенчен тăракан пулăм теме юрать. Вăл 4 тапхăрта пулса иртет.

Пĕрремĕш тапхăрта кирлĕлĕхпе кăмăл тата тĕллев пĕр-пĕринпе çыхăнăва кĕреççĕ те çынна ситуацие юрăхлă чĕлхе хатĕрĕсене пĕр çĕре пухма витĕм кÿреççĕ.

Иккĕмĕш, планланă, тапхăрта хыпар тума хатĕрленекен çын хутшăну хатĕрĕсемпе мелĕсене суйлать, вĕсемпе еплерех усă курмаллине палăртать.

Виççĕмĕш тапхăр – чĕрĕ пуплев хăй, суйласа илнĕ чĕлхе хатĕрĕсемпе чăнлăхра усă курни.

Тăваттăмĕш, тĕрĕслев, тапхăрĕнче пуплев тĕрĕс пулнипе пулманнине сăнаççĕ.

Пуплев актне çакнашкал элементсем кĕреççĕ:

1) адресант (калакан, информаци паракан çын);

2) адресат (итлекен çын);

3) контекст (пуплев ситуацийĕ: тĕслĕхрен, офис лару-тăрăвĕ, театр, спорт арени, урок, юлташсен яланхи калаçăвĕ тата ытти те);

4) пĕлтернĕ информацин (текстăн) тĕп шухăшĕ.

Виççĕмĕш тапхăрта пулакан пуплев ĕç-хĕлĕн икĕ тĕсне уйăраççĕ:

1) шалта пулаканни (вăл кĕрет илтĕнмест, курăнмасть);

2) тулашра пулаканни (вăл кĕрет илтĕнет, курăнать).

Шалта тата тулта пулакан тĕссем пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Шалта пулса иртекен ĕç-хĕл пуплеве мĕн пуçламăшĕнчен тытăнса пĕтичченех тĕрĕслесе тăма кирлĕ. Пурнăçа кĕртмелли элементсем шутне психикăпа çыхăннă тĕрлĕ функци (эмоци, кирлĕлĕх туйăмĕ, шухăшлав, асра тыту) кĕрет.

 

Пуплев акчĕ икĕ енлĕ пулăм пулнă пирки эпир маларах калаçнăччĕ. Пуплев ĕçĕ-хĕлĕнче калаканни те, итлекенни те кирлĕ.

Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42