27. Пуплев тата хутшăну

Теори материалӗсем

Пуплевпе хутшăну

Чĕлхе хутшăну хатĕрĕ пулнă май пуплевре кăна палăрать. Пуплесе çынсем пĕр-пĕринпе паллашаççĕ, пĕр-пĕрне мĕн те пулин пĕлтереççĕ, вĕрентеççĕ, пĕлÿ параççĕ.

Хутшăну яланах икĕ енлĕ: пĕр енĕ – пĕлтерекенни, тепри – итлекенни.

Этем чĕлхи – сасăллă чĕлхе. Вăл хутшăнăвăн чи кирлĕ хатĕрĕ шутланать. Этем пĕр-пĕринпе хутшăнма сасăллă чĕлхесĕр пуçне ытти майсемпе те усă курать. Сăмахран, алăсем е пÿрнесем пулăшнипе тĕрлĕ паллă, хускану туса пĕр-пĕр шухăша пĕлтерме пулать. Шăхăрса е ÿкерчĕксем ÿкерсе те авал пĕр-пĕринпе хутшăннă. Çул çинчи тĕрлĕ паллă та чĕлхе пекех хутшăну хатĕрĕ шутне кĕреççĕ.

Радио, телефон тухни нумаях пулмасть-ха, çынсен вара мĕн авалтанпах инçетрен пĕр-пĕрне пĕлтермеллисем пулнă. Тÿрем вырăнсенче пурăнакан халăхсем ĕлĕкренпех кирлĕ чухне аякран пĕр-пĕринпе вут хурса „калаçнă“: тăшман тапăнса килнине пĕлтернĕ, пулăшу ыйтнă е уява чĕннĕ. Çакăн евĕр хутшăнăвăн юлашкисем халĕ сисĕнсех каймаççĕ пулсан та иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче вĕсем ялсенче палăркаланă: ялсенче вут-кăвар тухни çинчен, кохоза ĕçе каймалли пирки чан çапса пĕлтернĕ.

Сăртлă-туллă, вăрманлă-чăтлăхлă çĕр-шывсенче „параппан чĕлхипе“ калаçасси анлă сарăлнă. Параппан сасси вăрманта та хытă янăрать, аякка илтĕнет. Çĕнĕ Гвинейăра пурăнакан йăхсен, сăмахран, кашни çемьере – параппан. Эпир пĕр-пĕрне ятран чĕннĕ пек, параппан чĕлхинче те кашни çыннăн хăйĕн „ячĕ“ пур, çавăнпа та вăрманта çÿрекенни параппан çапни тăрăх хăйне чĕннине те, кам чĕннине те, мĕн сăлтавпа чĕннине те лайăх ăнланать.

Канар утравĕсенчен пĕринче пурăнакансем инçетре чух пĕр-пĕринпе шăхăрса калаçаççĕ. Ку утрав сăртлă-туллă, ту хушăкĕсем тарăн, çÿреме кунта çăмăл мар, шăхăрни вара аякранах илтĕнет.

Пуплевĕн çак енĕсем пур: шухăш тарăнлăхĕ, ăнланма май пурри, асра юласлăх тата вăйăмлăх. Шухăш мĕн чухлĕ пулнине, çын мĕн чухлĕ пĕлнине шухăш тарăнлăхĕ кăтартать. Ăнланма май пурри итлекенĕн пĕлÿ калăпăшĕнчен, информацие итлекенсене ăнланмалли шайра суйласа илес хăнăхуран килет. Туйăм витĕмĕпе асра юласлăх çыхăннă. Туйăм витĕмĕ, нумай чух, интонацин тĕрлĕ енĕпе пĕлсе усă курининчен килет. Вăйăмлăх çынсен шухăшне, туйăмне, тыткаларăшне еплерех витĕм кÿнинчен, итлекенĕн хăйне евĕрлĕхне шута илме пултарнинчен килет.

 

Ҫыпӑҫтарнӑ файлсем

Пуплепе хутшăну, тест 0.00 Kb | уҫланӑ: 350
Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42