24. Çыхăну паллисĕр хутлă предложенисем

Теори материалӗсем

Сыпăну паллисĕр хутлă предложени

Сыпăну паллисĕр хутлă предложени ытти йышши хутлă предложенисенчен куçа курăнакан çыхăну мелĕ çуккипе палăрса тăрать. Сыпăну паллисĕр хутлă предложение кĕрекен хутсăр предложенисем пĕр хутлăха интонаципе кăна пĕрлешеççĕ.

Тĕслĕх: Эп хĕрелсе кайрăм пулас, пит пĕçерсех кайрĕ.

Çак тĕслĕхре предложени сыпăну паллисĕр хутлă пулнине эпир интонаци пĕрлĕхĕнче çеç куратпăр. Тĕрĕссипе, хутлă пĕрлĕхе кĕрекен икĕ хутсăр предложение   уйрма пулать: Эпĕ хĕрелсе кайрăм пулас. Пит пĕçерсех кайрĕ.

Ку предложение çакăн пек те çырма пулать: Эпĕ хĕрелсе кайрăм пулас: пит пĕçерсех кайрĕ.

Интонаци тĕлĕшĕнчен ку предложенире улшăнусем пуррине ăнланатпăр. Апла пулин те сиснаксис тĕлĕшĕнчен нимĕн те улшăнмасть. Ку предложени те сыпăну паллисĕр хутлиех пулать. Паллах, ку предложение пачах урăхла йĕркелеме те пулать.

Эпĕ хĕрелсе кайрăм пулас, мĕншĕн тесен пит пĕçерсе кайрĕ.  - пăхăнуллă хутлă предложени.

Кун пек чухне, калас шухăш урăхларах пулнине асра тытмалла.

Видео

Хушма каҫӑсем

Ҫӗнӗ материал
2021.03.14 20:05
Видео хушӑнчӗ: Юра асламăшĕ
2021.02.27 16:02
2021.02.27 16:01
Ҫӗнӗ страница: Ĕмĕт нклоненийĕ
2021.01.23 22:33
2021.01.23 20:58
Ҫӗнӗ страница: Сăпайлăх сăмахĕсем
2021.01.23 19:06
2021.01.23 19:03
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Кÿршĕ ял хĕр ачи мĕн ятлă-ши? (mp3)
2021.01.23 18:57
Ҫӗнӗ страница: Сăмах
2021.01.23 18:55
Видео хушӑнчӗ: К. В. Иванов. Нарспи. "Сарă хĕр" сыпăк