21. Цитата тата эпиграф

Теори материалӗсем

Цитата

Цитата («илсе кăтарт», хыпарла» пĕлтерĕшлĕ латин сăмахĕ) тесе пĕр-пĕр текстăн нихăш сăмахне те сиктермесĕр илнĕ сыпăкне е çын каланинчен ним улăштармасăр илнĕ сăмахсене калаççĕ.

Цитатăсемпе пĕр-пĕр шухăша çирĕплетме е хирĕçлеме усă кураççĕ. Цитата уйрăм сăмах та, предложени сыпăкĕ те, предложени те, темиçе предложени те пулма пултарать.

Лингвистика тĕпчевĕсенче ученăйсем илемлĕ литературăран, хаçат-журналтан е калаçуран илнĕ тĕслĕхсемпе усă курса ку е вăл чĕлхен тытăмне уçса параççĕ.

Эпиграф тесе («умĕн çырни» пĕлтерĕшлĕ грек сăмахĕ) тесе хайлавăн е унăн пĕр-пĕр сыпăкĕн умне вырнаçтарнă цитатăна калаççĕ. Унпа текстăн е ун пĕр-пĕр сыпăкĕн тупсăмне, тĕп шухăшне, автор кăмăлне палăртма усă кураççĕ.

Цитатăна яланхи йĕркепе кавычкăна хупаççĕ. Ытти паллăсене тÿрĕ пуплевлĕ предложенири пекех лартаççĕ.

Сăмахпа кирлĕ пек усă курма вĕрентсе П.П. Хусанкай çапла çырнă: «Чĕлхепе хуçа пулмасăр, сăмаха мĕнле кирлĕ çапла авкалама вĕренсе çитмесĕр, пирĕн Европа культури шайне çĕкленнĕ поэзи техникине алла илмесĕр пысăк шухăшлă та илемлĕ, уçăмлă та витĕмлĕ япала çырма çук».

Сăвă йĕркисене ним улăштармасăр илсе кăтартнă чух кавычкăсăр та çырма юрать.

Сăмах вăйне шанса П.П. Хусанкай çапла çырнă:

Эп сăмах хăватне ĕненетĕп,

Эп пĕлеп: сăмахпа этеме

Амантма та пулать, ÿкерме те,

Ӳкнине те пулать çĕклеме.

Оригиналăн уйрăм сăмахĕсемпе сăмах ушкăнĕсене илнĕ чух та кавычкăпа усă кураççĕ.

П.П. Хусанкай «сăмах хăватне» ĕненнĕ, «сăмахпа этеме амантма та пулать, ÿкерме те, ÿкнине те пулать çĕклеме» тесе шутланă.

Оригиналăн хăш-пĕр сăмахне сиктерсе хăварнине нумай точка лартса кăтартаççĕ.

П.П. Хусанкай «сăмах хăватне» ĕненнĕ, «сăмахпа … ÿкнине те пулать çĕклеме» тесе шутланă.

Эпиграф кавычкăсăр пулать. Аялта, кăшт сылтăмарах, автор ятне çыраççĕ. Автор ячĕ хыççăн точка лартмаҫҫӗ.

Эп сăмах хăватне ĕненетĕп,

Эп пĕлеп: сăмахпа этеме

Амантма та пулать, ÿкерме те,

Ӳкнине те пулать çĕклеме.

 

                               П. Хусанкай

Ҫыпӑҫтарнӑ файлсем

Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42