20. Диалог

Теори материалӗсем

Диалогпа реплика çинчен

Икĕ е темиçе çын калаçнине автор сăмахĕсĕр те кăтартма пулать. Ун пек чухне çав пуплев сыпăкне диалог теççĕ.

Диалогри кашни репликăнах çĕнĕ йĕркерен çыраççĕ; реплика умĕн тире лартаççĕ. Репликăсене ун пек чух кавычкăна хупмаççĕ, сăмахран:

— Хăш енчисем вара эсир?

— Чĕмпĕр кĕпĕрнисем.

— Ха, ентешсем иккен... Ну, ну, ларсах калаçар-ха эппин,— хулĕнчен тытсах лартрĕ Владимир Ильич Хветĕре.

Илпек М.

Диалога вĕçе-вĕçĕн те çырса кайма юрать. Ун пек чух тирисене те, кавычкисене те лартаççĕ, сăмахран:

— «Ха, епле хивре юхтарать! Çав кайăка шăпчăк теççĕ, Ванюк». — «Хăш кайăка, асатте?» — «Çак кайăка тетĕп». — «Эп курмастăп-çке». - «Кайăкне ăна курма хĕн. Вăл чăтлăхра пурăнать».

Видео

Ҫӗнӗ материал
2021.03.14 20:05
Видео хушӑнчӗ: Юра асламăшĕ
2021.02.27 16:02
2021.02.27 16:01
Ҫӗнӗ страница: Ĕмĕт нклоненийĕ
2021.01.23 22:33
2021.01.23 20:58
Ҫӗнӗ страница: Сăпайлăх сăмахĕсем
2021.01.23 19:06
2021.01.23 19:03
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Кÿршĕ ял хĕр ачи мĕн ятлă-ши? (mp3)
2021.01.23 18:57
Ҫӗнӗ страница: Сăмах
2021.01.23 18:55
Видео хушӑнчӗ: К. В. Иванов. Нарспи. "Сарă хĕр" сыпăк