19. Тÿрĕ пуплевлĕ предложенисем

Теори материалӗсем

Тÿрĕ пуплев

Урăх çын сăмахĕсене çырура тĕрлĕрен йĕркелеме пулать.

1.    Тÿрĕ пуплев евĕрлĕ: "Эпĕ шкула кайрăм,"— терĕ ывăлĕ

2.    Тÿрĕ мар пуплев евĕрлĕ: Эпĕ шкула кайрăм терĕ

Ют çын сăмахĕсене уçса паракан предложенисенче те, ыйт, кала йышши сăмахсем тĕл пулаççĕ. Уйрăмах те глагол анлă сарăлнă.

Тÿрĕ пуплевлĕ предложенисем яланах икке пайланаççĕ.

1. Урăх çын сăмахĕсем

2. Автор сăмахĕсем

Кун йышши предложенисенче шухăш пусăмĕ яланах урăх çын сăмахĕсем çине ÿкет. Автор сăмахĕсенче вара урăх çын каланине хаклас туртăм пур: "Час кăтартап сана!"- кулса илчĕ вăл.

Тÿрĕ пуплев автор сăмахĕсем умĕн тăнă чухне тÿрĕ пуплев хыççăн ыйту палли е кăшкăру палли, е запятой, ун хыççăн тире лартаççĕ. Тÿрĕ пуплеве кавычкăна хупаççĕ, автор сăмахĕсене пĕчĕкрен пуçласа çыраççĕ, тĕслĕхрен:

«Ĕçе юратман çын пултаруллă та нумай пĕлÿллĕ пулма пултараймасть», — вĕрентнĕ çамрăксене вырăссен чаплă тĕпчевçи Менделеев.

«Çемен пичче!» — кăшкăрчĕ такам улăхри йăмрасем хушшинчен.

А. Артемьев

Тÿрĕ пуплев автор сăмахĕсем хыççăн тăнă чухне автор сăмахĕсем хыçне икĕ точка лартаççĕ, тÿрĕ пуплеве пысăкран пуçласа çыраççĕ, ун вĕçне ыйту палли, кăшкăру палли е точка лартаççĕ. Тÿрĕ пуплеве кавычкăна хупаççĕ. Тĕслĕхрен:

Карчăк, тухса кайма тăнăскер, уçă алăк умĕнче чарăнса тăрса каларĕ: «Хĕр чухнехи тунсăх вăл ирхи шуçăм умĕнхи тĕтре пек çеç, хĕвел тухсанах сирёлет».

А. Артемьев

Кавычкăна хупас вырăнне тÿрĕ пуплеве çĕнĕ йĕркерен çырма юрать. Ун пек чух тÿрĕ пуплев умĕн тире лартаççĕ, сăмахран:

Пысăк Нина, яланхи пекех, пат татса каларĕ:

— Пĕлмесĕрех ан ырла, Левен: сар мăйăр та шăтăклă пулать теççĕ.

А. Артемьев

Тÿрĕ пуплев автор сăмахĕсем варринче чухне автор сăмахĕсен пĕрремĕш пайĕ хыççăн икĕ точка лартаççĕ, тÿрĕ пуплев хыççăн запятой е ыйту палли, е кăшкăру палли лартаççĕ. Тÿрĕ пуплеве кавычкăна хупаççĕ. Автор сăмахĕсен иккĕмĕш пайне пĕчĕкрен çыраççĕ, хыççăн точка лартаççĕ. Тĕслĕхрен:

Çапла калаçса тăнă вăхăтра такам: «Ăçта каятăн?!» — тесе кăшкăрчĕ мана уçса хунă чÿрече витĕр.

В.Долгов

Тÿрĕ пуплеве çĕнĕ йĕркерен çырма юрать, ун пек чух тÿрĕ пуплев умĕн те, хыççăн та тире çеç лартаççĕ, кавычкăна хупмаççĕ, тĕслĕхрен:

Анне ман çине кăмăлсăррăн пăхса илчĕ:

— Вилнисем çинчен калаçнă чух кулмаççĕ, — терĕ.

Трубина М.

Тÿрĕ пуплев варринче автор сăмахĕсем тăнă чухне чарăну паллисене çапла лартаççĕ:

1.  Автор сăмахĕсем хутсăр е хутлă преддожени пулакан тÿрĕ пуплеве татаççĕ пулсан, тÿрĕ пуплевĕн пĕрремĕш пайĕ хыççăн запятойпа тире лартаççĕ, автор сăмахĕсене пĕчĕкрен çыраççĕ, вĕсем хыççăн запятойпа тире, тÿрĕ пуплевĕн иккĕмĕш пайĕ хыççăн вара тивĕçлĕ чарăну палли лартаççĕ (точка, ыйту е кăшкăру палли). Тÿрĕ пуплеве кавычкăна хупаççĕ, тĕслĕхрен:

«Акă мĕнпе пуйма пÿрнĕ иккен мана пÿлĕхçĕ,— тенĕ Яриле старик, - малашне хурт-хăмăр та сурăх ĕрчетме тытăнатăп"

Хв. Уяр

2.  Автор сăмахĕсем тÿрĕ пуплеври уйрăм предложенисем хушшинче тăнă чухне автор сăмахĕсем хыççăн точкăпа тире лартаççĕ, тÿрĕ пуплевĕн иккĕмĕш пайне пысăкран пуçласа çыраççĕ. Тÿрĕ пуплевĕн пĕрремĕш пайĕ хыççăн запятой е ыйту, е кăшкăру палли лартаççĕ, иккĕмĕш пайĕ хыççăн — точка е ыйту, е кăшкăру палли. Тÿрĕ пуплеве кавычкăна хупаççĕ. Тĕслĕхрен:

«Хĕллехи каникулччен килеймĕп ĕнтĕ, ан та кĕт, — терĕ Салампи амăшĕпе сывпуллашса.— Пасара пыракансенчен çĕр улми парса яр вара».

А.Артемьев

«Эпĕ чирлеместĕп пулĕ-çке? — чарăнса тăрса ыйтрĕ Ухтиван анкартисем хушшине кĕрсен. — Юлашки вăхăтра пĕрмаях вилнĕ анне аса килме пуçларĕ».

Хв. Уяр

Ҫӗнӗ материал
2021.03.14 20:05
Видео хушӑнчӗ: Юра асламăшĕ
2021.02.27 16:02
2021.02.27 16:01
Ҫӗнӗ страница: Ĕмĕт нклоненийĕ
2021.01.23 22:33
2021.01.23 20:58
Ҫӗнӗ страница: Сăпайлăх сăмахĕсем
2021.01.23 19:06
2021.01.23 19:03
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Кÿршĕ ял хĕр ачи мĕн ятлă-ши? (mp3)
2021.01.23 18:57
Ҫӗнӗ страница: Сăмах
2021.01.23 18:55
Видео хушӑнчӗ: К. В. Иванов. Нарспи. "Сарă хĕр" сыпăк