18. Урăх çын сăмахĕсене пĕлтермелли мелсем

Теори материалӗсем

Урăх çын сăмахĕсене пĕлтермелли тĕп мелсем

Кулленхи хутшăнура час-часах çын е хăй, е кам та пулин мĕн çинчен каланине пĕлтерме тивет. Ун пек мелсене урăх çын сăмахĕсене пĕлтермелли мелсем теççĕ.

Чылай чухне эпир калаçу мĕн çинчен пулнине пĕлтернипех çырлахатпăр. Пухура çитес экзамен пирки каласа пачĕç – мĕн çинчен каланине кунта çитес экзамен пирки сăмахсемпе палăртнă.

Тепĕр чухне мĕн çинчен каланине çеç мар, кам каланине те палăртма кирлĕ: Класс ертÿçи палăртнă тăрăх, экзамена тĕплĕ хатĕрленмелле – кунта мĕн каланипе пĕрлех çав шухăш камран тухнине те кăтартнă.

Урăх çын сăмахне тĕп-тĕрĕс е кăшт çеç улăштарса каланă чухне эпир ытларах ыйт, хуш, пĕлтер, те йышши глаголсемпе усă куратпăр.

„Экзамен 10 сехетре пуçланать“, – пĕлтерчĕ шкул директорĕ.

Урăх çын сăмахĕсем икĕ тĕрлĕ йĕркеленеççĕ:

1) тÿрĕ пуплев пек;

2) тÿрĕ мар пуплев пек.

Тÿрĕ пуплеври урăх çын сăмахĕсем çав хальлĕнех юлаççĕ, пачах та улшăнмаççĕ.

Тÿрĕ мар пуплевре урăх çын сăмахĕ улшăнма пултарать. Тÿрĕ пуплевпе тÿрĕ мар пуплев тытăмĕпе пĕрешкел пулма пултараççĕ, анчах та çырура вĕсем расна йĕркеленеççĕ.

Тÿрĕ пуплевлĕ предложени икĕ пайран тăрать:

1) тÿрĕ пуплев – грамматика енчен чăн пуплевпе тÿр килекен урăх çын сăмахĕ;

2) автор сăмахĕ – тÿрĕ пуплев çумĕнчи сăмахсем.

„Вăй хумасăр ăнăçу пулмасть“, вĕрентет анне предложенире Вăй хумасăр ăнăçу пулмасть – тÿрĕ пуплев, вĕрентет анне – автор сăмахĕсем.

Автор сăмахĕсен тытăмĕнче ытларах çакăн пек пĕлтерĕшлĕ сăмахсем тĕл пулаççĕ:

1) пуплев: те, кала, ыйт, хуравла;

2) шухăшлав: ăнлан, тавçăр, чухла;

3) туйăм: илт;

4) хистев: асăрхаттар, йĕкĕлте, мухта т. ыт. те.

Тÿрĕ мар пуплевлĕ предложени те икĕ пайран тăрать:

1) тÿрĕ мар пуплев – грамматика енчен чăн пуплевпе тÿр килмен урăх çын сăмахĕ;

2) автор сăмахĕ – тÿрĕ мар пуплев çумĕнчи сăмахсем.

Вăй хумасăр ăнăçу пулмасть тесе вĕрентет анне предложенире вăй хумасăр ăнăçу пулмасть – тÿрĕ мар пуплев, вĕрентет анне – автор сăмахĕсем.

 

Тÿрĕ пуплев çумĕнче те глаголсăр пуçне пуплев пĕлтерешлĕ ытти глаголсем те тăма пултараççĕ пулсан – тÿрĕ мар пуплев те глагола пăхăнса тăрать.

Видео

Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42