16. Тулли мар предложенисем

Теори материалӗсем

Тулли мар предложенисем

Тулли мар предложени тесе каламасăр хăварнă мĕнле те пулин сăмаха е сăмах ушкăнне çăмăллăнах кĕртсе лартма май пур предложение калаççĕ.

Тулли мар предложенири сиктерсе хăварнă сăмахсем текстран е калаçуран паллă. Тулли мар предоженисем ытларах диалогра тĕл пулаççĕ.

– Хăш ялтан-ха эсир? – ыйтать тир пуçтаракан.

– Çĕньялтан.

– Кам ачисем?

– Хветура. (Е. Лисина)

Ку диалогра хуравлаканни кĕскен, тулли мар предложенисемпе хуравлать.

Тулли мар предложенисем диалогра кăна мар, монологра та тĕл пулаççĕ: Мĕнлерех йăнăш турăм-ши? Ăçта? Хăш вăхăтра?

Тулли мар пайсем хутлă предложенире те тĕл пулаççĕ: Пулă пуçĕнчен çĕрме пуçлать, йывăç – варринчен. Ку хутлă предложенири пĕрремĕш хутсăр предложени тулли, иккĕмĕшĕ – тулли мар, сказуемăйне каламасăр хăварнă.

Тулли мар предложени хутлă предложенин пĕрремĕш пайĕнче те пулать: Арçын картара, хĕрарăм кил-çуртра ĕçлет.

Тулли мар предложенисем мĕн çинчен калаçни маларахри предложенире паллă пулнипе те йĕркеленеççĕ. Ун пек чухне икĕ е темиçе предложенишĕн пĕрешкел членсем хыççăнхи предложенисенчен тухса ÿкеççĕ. Атнер пахчара çум çумларĕ. Тăрăшсах çумларĕ. Кунĕпех.

Сказуемăйĕ 1-мĕшпе 2-мĕш сăпат формисене йышăннă подлежащисĕр предложенисене тулли темелле, мĕншĕн тесен ĕç тăваканни кам пулни сказуемăй форминченех паллă: Университета вĕренме кĕме ĕмĕтленетĕп.

Сказуемăйĕ 3-мĕш сăпатри глаголтан пулнă предложенин подлежащине контекст кăтартать: Марине çĕрĕпех çывăрмарĕ. Кĕнеке вуларĕ. Ку йышши предложенисене тулли мар тесе пăхмалла.

Тулли мар предложенисем пуплеве кĕскерех, калаçăва перекетлĕрех тăваççĕ.

Тытăмне кура тулли мар предложенире пĕр-пĕр сăмаха сиктерсе хăварнине калаçура чарăну туса, çырура тире лартса палăртаççĕ: Тутлă çиекен тутанса пăхмасăр ĕненмест, сутуçă – тытса пăхмасăр.

 
Ҫӗнӗ материал
2021.03.14 20:05
Видео хушӑнчӗ: Юра асламăшĕ
2021.02.27 16:02
2021.02.27 16:01
Ҫӗнӗ страница: Ĕмĕт нклоненийĕ
2021.01.23 22:33
2021.01.23 20:58
Ҫӗнӗ страница: Сăпайлăх сăмахĕсем
2021.01.23 19:06
2021.01.23 19:03
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Кÿршĕ ял хĕр ачи мĕн ятлă-ши? (mp3)
2021.01.23 18:57
Ҫӗнӗ страница: Сăмах
2021.01.23 18:55
Видео хушӑнчӗ: К. В. Иванов. Нарспи. "Сарă хĕр" сыпăк