15. Сасă паллăсемпе сасă мар паллăсем

Теори материалӗсем

Сасă паллăсемпе сасă мар паллăсем

Чĕлхе – хутшăну хатĕрĕ, мĕншĕн тесен чи малтан вăл çынсене пĕр-пĕринпе хутшăнма кирлĕ. Хутшăнура пуплев çуралать. Пуплесе çынсем пĕр-пĕринпе паллашаççĕ, пĕр-пĕрне мĕн çинчен те пулин пĕлтереççĕ, вĕрентеççĕ, пĕлÿ параççĕ.

Калаçу – çынсем чĕлхепе кулленхи хутшăнура усă курни е пуплев. Литература чĕлхине пуçласа яриччен тата вăл пуçланса вăй илме тытăннă хыççăн та чылай вăхăт хушши чăвашсен кулленхи хутшăну хатĕрĕ калаçу пулнă.

Хутшăну яланах икĕ енлĕ: пĕр енĕ вăл – пĕлтерекенни, тепри – итлекенни. Пĕлтерекеннипе итлекеннин хутшăнури активлăхĕ мĕнле пулнине кура пуплевĕн икĕ тĕсне – диалогпа монолога уйăраççĕ.

Диалог – икĕ çын пĕр-пĕринпе калаçни. Калаçса ларнă чухне çынсем пĕр-пĕрипе тÿрех хутшăнаççĕ, мĕн ăнланайманнине тепĕр хут ăнлантарса пама, ăнсăртран тунă йăнăшсене çавăнтах тÿрлетме, çителĕклĕ маррине хушса калама пултараççĕ. Çавăнпа та ахаль калаçура пуплеве тĕрĕс те уçăмлă тăвас тесе тăрăшни ытлах сисĕнмест. Калаçура шухăша кĕске предложенипе калаççĕ, тулли мар предложенисемпе тăтăшах усă кураççĕ. Куçа-куçăн калаçнă чухне чылай сăмаха каламасан та пултараççĕ, мĕншĕн тесен вĕсене интонаципе те, ал-урана, пит-куçа тĕрлĕ майпа хускатса та палăртма май пур.

Çыруллă пуплев – хут (е ытти япаласем: хурăн хуппи, чул, пир, йывăç т.ыт.) çине ятарлă паллăсемпе çырса кăтартакан пуплев.

Сасă паллăпа хутшăннă чухне эпир сасă кăларса калаçатпăр. Çавăн пекех çын мĕн ĕлĕкренпех сасă мар паллăсемпе те усă курса хутшăнать. Сĕм авалах шăхăрса е ÿкерчĕксем ÿкерсе пĕр-пĕринпе хутшăну йĕркеленĕ. Хальхи вăхăтра та эпир алă е пÿрне вылятса, пуçа сĕлтсе е пăркаласа, хул пуççине хускатса мĕн çинчен те пулин пĕлтеретпĕр.

 

Мĕнле хăвăртлăхпа çÿремеллине, хăш еннелле пăрăнса кайма е чарăнса тăма юранипе юраманнине кăтартакан, пĕр-пĕр çурта е ĕçе палăртакан тата ытти паллăсем те сасă мар паллăсем шутнех кĕреççĕ. Çавăн йышши паллăсене семиотика ятлă наука тĕпчет.

Ҫӗнӗ материал
2021.03.14 20:05
Видео хушӑнчӗ: Юра асламăшĕ
2021.02.27 16:02
2021.02.27 16:01
Ҫӗнӗ страница: Ĕмĕт нклоненийĕ
2021.01.23 22:33
2021.01.23 20:58
Ҫӗнӗ страница: Сăпайлăх сăмахĕсем
2021.01.23 19:06
2021.01.23 19:03
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Кÿршĕ ял хĕр ачи мĕн ятлă-ши? (mp3)
2021.01.23 18:57
Ҫӗнӗ страница: Сăмах
2021.01.23 18:55
Видео хушӑнчӗ: К. В. Иванов. Нарспи. "Сарă хĕр" сыпăк