14. Кÿртĕм сăмахсемпе предложенисем

Теори материалӗсем

Кÿртĕм сăмахсемпе предложенисем

Калаканĕ хăйĕн шухăшне мĕнле хакланине (çирĕплетнине, иккĕленнине, кăмăлланине тата ытти те) палăртакан сăмахсене кÿртĕм сăмахсем теççĕ.

Паллах, эпĕ хам каланă сăмаха тытатăпах! Кунта паллах кÿртĕм сăмах çирĕплетнине палăртать.

Тен, ыранччен проект ĕçĕ çырса пĕтеретĕп предложенире тен кÿртĕм сăмахпа иккĕленнине кăтартнă.

Калаканни хăй шухăшĕ çине епле пăхнине хăй пĕлтерĕшлĕ сăмахсемпе кăна мар, пулăшу пĕлтерĕшлĕ сăмахсемпе те палăртма пулать.

Паян эпĕ проект ĕçĕ çырса пĕтеретĕп-тĕр предложенире -тĕр татăкпа çирĕплетмесĕр каланине палăртнă.

Кÿртĕм сăмахсен пĕлтерĕшĕпех çÿрекен предложенисене кÿртĕм предложенисем теççĕ. Вĕсем калани çумне сăмах май тата мĕн те пулин хушса параççĕ: Вăл кун, паянхи пекех ас тăватăп, аслатиллĕ çумăр пулнăччĕ.

Кÿртĕм сăмахсемпе предложенисен пĕлтерĕшĕсем:

1) килĕшни, çирĕплетни: паллах, чăн та, чăнах та, иçмасса, пĕрех хут, эппин, тупата, тупата туршăн, иккен, имĕш;

2) иккĕленни: ахăртнех, ахăр, тем (темĕн), тен, пулĕ, пулас, пулмалла, курăнать, мĕн;

3) хĕрхенни, сивлени: апăрша, мăнтарăн, турăран килесшĕ, йыт туртасшĕ, мĕскĕн, шуйттан, аçа çапасшĕ, амитке, шăнттарай, çитменнине;

4) шухăша палăртни, уйăрни е пĕтĕмлетни: çапла, çапла вара, çапла ĕнтĕ, кĕскен каласан, пĕтĕмлетсе каласан, тĕслĕхрен, сăмахран, эппин, уйрăмах, чи кирли, пачах урăхла, тепĕр тесен;

5) шухăш çыхăнăвĕн йĕркине палăртни: пĕрремĕшĕнчен, иккĕмĕшĕнчен, виççĕмĕшĕнчен, пĕр енчен, тепĕр енчен, чи малтан, чăн малтан, малалла, юлашкинчен;

6) шухăш камран е ăçтан тухнине палăртни: (пирĕн) шухăшпа, (эпĕ) шутланă тăрăх, (тĕпчевçĕсен) шухăшĕпе, ваттисем калашле, каларăш, каланă пек, ман шутпа;

7) ÿкĕтлени, йăлăнни, ыйтни, тепĕр çынна итлеме чĕнни: тархасшăн, пĕлетĕн-и, пĕлетĕр-и, ас тăватăр-и, пăхăр-ха;

8) тĕлĕнни, савăнни: ак тамаша, ак тĕлĕнтермĕш, телее.

Сказуемăй хыççăн унпа юнашар тăракан кÿртĕм сăмахсене запятойпа уйрăмлатмалла мар – ыттисене уйрăмлатмалла: Поезд çитнĕ иккен. Иккен, поезд çитнĕ.

Пĕр-пĕр кĕçĕн членпа çеç çыхăнакан кÿртĕм сăмахсене предложенин ытти пайĕнчен çав кĕçĕн членпа пĕрле уйрăмлатмалла: Васканипе пулас, телефона киле хăварнă. Тен пăчăхланнипе пуль, ача аран-аран сывлать.

Кÿртĕм сăмахсем пулман пирки ак(ă), ав(ă) татăксене чарăну паллисемпе уйрăмлатмаççĕ. Акă каникул çитрĕ те. Ачасем те ав кунĕпех çунашкапа ярăнаççĕ.

Кÿртĕм предложение икĕ енчен те запятой е тире лартса уйрăмлатаççĕ, е скобкăна хупаççĕ. Запятойпа е тирепе усă курнă чухне кÿртĕм предложение пĕчĕкрен пуçласа çыраççĕ.

Скобка точка хыççăн тăрать пулсан – кÿртĕм предложение пысăкран пуçласа çыраççĕ, хыççăн тивĕçлĕ паллă лартаççĕ. Скобка хыççăнхи предложение пысăкран пуçлаççĕ.

 

Точка хыçĕнче тăман кÿртĕм предложение скобкăра пĕчĕкрен пуçласа çыраççĕ, тивĕçлĕ кăшкăру е ыйту паллисĕр пуçне хыçалта ним те лартмаççĕ. Скобка хыççăнхи сăмаха пĕчĕкле пуçлаççĕ.

Ҫӗнӗ материал
2021.03.14 20:05
Видео хушӑнчӗ: Юра асламăшĕ
2021.02.27 16:02
2021.02.27 16:01
Ҫӗнӗ страница: Ĕмĕт нклоненийĕ
2021.01.23 22:33
2021.01.23 20:58
Ҫӗнӗ страница: Сăпайлăх сăмахĕсем
2021.01.23 19:06
2021.01.23 19:03
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Кÿршĕ ял хĕр ачи мĕн ятлă-ши? (mp3)
2021.01.23 18:57
Ҫӗнӗ страница: Сăмах
2021.01.23 18:55
Видео хушӑнчӗ: К. В. Иванов. Нарспи. "Сарă хĕр" сыпăк