Пĕр йышши членсем çумĕнчи пĕтĕмлетÿ сăмахĕсем

Теори материалӗсем

Пĕр йышши членсем çумĕнчи пĕтĕмлетÿ сăмахĕсем

Пĕтĕмлетÿ сăмахĕсем тесе пĕлтерĕшĕ енчен пĕр йышши членсене пĕтĕмлетекен сăмахсене калаççĕ.

Пĕтĕмлетÿ сăмахĕсем:

  • пĕр йышши членсемпе пĕрешкел ыйтура тăраççĕ;
  • пĕр йышши членсемпе пĕрешкел член пулаççĕ;
  • пĕлтерĕшĕ пĕр йышши членсеннинчен анлăрах пулать;
  • пĕр йышши членсем умĕн те, хыççăн та тăма пултараççĕ;
  • ытларах чухне местоименисемпе наречисенчен пулаççĕ.

Пĕтĕмлетÿ сăмахĕсем пĕр йышши членсем умĕнче чухне пĕтĕмлетÿ сăмахĕсем хыççăн икĕ пăнчă лартаççĕ: Пурте пĕр: вырăс та, тутар та, чăваш та.

Пĕтĕмлетÿ сăмахĕсем пĕр йышши членсем хыçĕнче чухне пĕтĕмлетÿ сăмахĕсем умĕн тире лартаççĕ: Вырăс та, тутар та, чăваш та – пурте пĕр.

Пĕтĕмлетÿ сăмахĕсем пĕр йышши членсем умĕн тăнă чух предложени вĕçленмест пулсан пĕр йышши членсем умĕн икĕ пăнчă, хыççăн  тире лартаççĕ: Пурте: вырăс та, тутар та, чăваш та – пĕр.

 

Икĕ пăнчă вырăнне тире лартма та юрать: Пурте пĕр – вырăс та, тутар та, чăваш

Видео

Ҫӗнӗ материал
2021.03.14 20:05
Видео хушӑнчӗ: Юра асламăшĕ
2021.02.27 16:02
2021.02.27 16:01
Ҫӗнӗ страница: Ĕмĕт нклоненийĕ
2021.01.23 22:33
2021.01.23 20:58
Ҫӗнӗ страница: Сăпайлăх сăмахĕсем
2021.01.23 19:06
2021.01.23 19:03
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Кÿршĕ ял хĕр ачи мĕн ятлă-ши? (mp3)
2021.01.23 18:57
Ҫӗнӗ страница: Сăмах
2021.01.23 18:55
Видео хушӑнчӗ: К. В. Иванов. Нарспи. "Сарă хĕр" сыпăк