12. Пĕр йышши членлă предложенисем

Теори материалӗсем

Пĕр йышши членлă предложенисем

Пĕр ыйтурах тăрса предложенире пĕр сăмахпа çыхăнакан членсене пĕр йышши членсем теççĕ.

Пĕр йышши членсем пĕр-пĕрне пăхăнмаççĕ, пĕр-пĕрне ăнлантармаççĕ. Çавăнпа пĕр йышши членлă предложенисем хушшинчи çыхăнăва сыпăнуллă çыхăну теççĕ.

Пĕр йышши членсем пĕр сăмахран тухакан ыйтăва хуравлаççĕ, çав сăмахпа çеç çыхăнаççĕ.

Предложенири кашни членах (тĕп член та, кĕçĕнни те) пĕр йышши пулма пултарать. Атте, анне, йăмăк тата эпĕ вăрмана кайрăмăр. Вăрманта кăмпа пуçтартăмăр, çырла татрăмăр. Эпĕ кăрăç, уплюнкка юрататăп. Куçа хĕрлĕ, сарă, кăвак чечексем илĕртеççĕ. Кăмпана ыран е виçмине татах кайăпăр.

Пĕр йышши членсен ăнлантару сăмахĕсем пулма пултараççĕ: Асатте йывăçран сĕтел-пукан ăсталать, тăмран шăхличĕ тăвать, хăваран карçинкка авать. Ку тĕслĕхре  пĕр йышши сказуемăйсем виççĕ, кашнин çумĕнчех ăнлантару сăмахĕсем пур.

Пĕр йышши членсен ретĕнче тĕрлĕрен пуплев пайĕ тĕл пулать: Хăй пĕчĕк, çавах пуринчен те хăвăрт чупать. Ку предложенире пĕр йышши сказуемăй иккĕ: пĕри паллă ятĕнчен, тепри глаголтан пулнă.

Пĕр ыйтура тăракан сăмахсем пĕр йышши член пулмасан та пултараççĕ.

Кунашкал членсене хисеплесе кайнă чухнехи пек каламаççĕ, çырура та хушшине запятой лартмаççĕ. Аппа шурă вăрăм кĕпепе предложенире шурă, вăрăм сăмахсем пĕр йышши член пулмаççĕ.

 
Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42