8. Дополнени

Теори материалӗсем

Дополнени

Ĕçе е мĕнлелĕхе мĕн енчен те пулин ăнлантаракан, пур падеж ыйтăвĕнче те тăракан кĕçĕн члена дополнени. теççĕ.

Дополнени пур падеж ыйтăвĕнче те тăма пултарать. Унăн пĕлтерешĕ анлă: вăл ĕçе кампа, камшăн, кам валли тунине, ĕç камсăр е мĕнсĕр пулнине, кампа е мĕнпе танлаштарнине т. ыт. те пĕлтерет.

Дополненисем ытларах тĕрлĕ пуплев пайĕнчен пулма пултараççĕ:

1) япала ятĕнчен: Хулана аппапа каятăп;

2) паллă ятĕнчен: Ăслипе ăслă пулатăн;

3) хисеп ятĕнчен: Пиллĕк çумне виççĕ хуш;

4) местоименирен: Уншăн эпĕ тем тума та хатĕр;

5) евĕрлев сăмахĕнчен: Хăр-харпа пурăнма йывăр;

6) глаголăн сăпатсăр форминчен: Тăрăшаканнине пурте асăрхаççĕ.

Дополненисем ытларах глагола, сайра паллă ятне ăнлантараççĕ.

Дополненисем  хăйсем ăнлантаракан сăмахпа вырăнĕ-йĕркипе те (сăвă  çыр), аффикссемпе те (ручкăпа çыр), хыç сăмахсемпе те (анне валли çыр) çыхăнаççĕ.

Предложени шухăшĕ тăрăх дополнени пĕр сăмахпа çеç мар, темиçе сăмахпа çыхăнма пултарать. Атте-аннен хакĕ çук тĕслĕхре атте-аннен дополнени подлежащипе сказуемăй пĕрлешĕвне пĕтĕмĕшлĕн ăнлантарать.

Камăнлăх падежĕнчи сăмах предложенире определени те, дополнени те пулма пултарать. Вăл мĕнле член пуласси шухăш тăрăх ытти сăмахсемпе епле çыхăннинчен килет. Япала ячĕпе çыхăнсан предложенире определени пулать (Манăн аппа тухтăр пулса ĕçлет), глаголпа е подлежащипе сказуемăй пĕрлешĕвĕпе пĕтĕмĕшлĕн çыхăнсан дополнени пулать (Манăн хитре ташлама вĕренес килет.  Манăн чун хурланчĕ).

 

Определени пулнă чухне камăнлăх падежĕнчи сăмах интонаци енĕпе хăй ăнлантаракан сăмахпа пĕрлешсе каять, дополнени пулнă чухне – уйрăлса тăрать.

Видео

Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42