7. Определени

Теори материалӗсем

Определени

Япала ятне ăнлантаракан кĕçĕн члена определени теççĕ. Определени япалан тĕрлĕ паллине кăтартма пултарать: мĕнрен тунине (йывăç сĕтел), япала камăннине е мĕнĕннине (пичче телефонĕ), вăхăта (кĕрхи каç), вырăна (ялти пĕве), хисепе (вунă ача) т. ыт. те.

Хăй ăнлантаракан сăмахпа определени вырăнĕ-йĕркипе те (хитре юрă), аффикссемпе те (аппан кĕнеки), хыç сăмахсемпе те (хурăн пек хĕр) çыхăнать.

Определени  тĕрлĕ пуплев пайне кĕрекен сăмахсенчен пулать:

1) япала ятĕнчен (кĕмĕл çĕрĕ);

2) паллă ятĕнчен (шурă чечек);

3) хисеп ятĕнчен (саккăрмĕш класс);

4) местоименирен (пирĕн класс);

5) евĕрлев сăмахĕнчен (чĕвĕл-чĕвĕл хĕр);

6) глаголăн сăпатсăр форминчен (ташлакан каччă).

Япала ятĕнчен пулакан определенисем чăваш чĕлхинче хăйсем ăнлантаракан сăмахпа падеж, хисеп енчен килĕшсе тăмаççĕ. Çавăнпа вĕсене вырăс чĕлхинчи пек приложени теме сăлтав çук.

Чăваш чĕлхинче определенисене хăйсем ăнлантаракан сăмахран уйрăм çыраççĕ: юман йывăç, хĕрарăм тухтăр, хăр ача, вырсарни кун.

 

Видео

Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42