4. Подлежащипе сказуемăй çыхăнăвĕ

Теори материалӗсем

Подлежащипе сказуемăй çыхăнăвĕ

Подлежащипе сказуемăй пĕр-пĕринпе тачă çыхăнаççĕ. Çыхăну ыйтусенче палăрать: подлежащи ыйтăвĕ сказуемăйран  тухса тăрать (пахчара кам ĕçлет? – анне), сказуемăй ыйтăвĕ подлежащирен (анне мĕн тăвать? – ĕçлет).

Подлежащипе сказуемăй пĕр-пĕринпе  сăпатпа хисеп енĕпе те  килĕшсе тăраççĕ. Ку подлежащи те, сказуемăй та сăпатпа хисеп пĕлтерĕшлĕ сăмахсенчен пулнă чух çеç палăрать. Ку пĕлтерĕшсем сăпатпа таврăну местоименийĕсен, пĕтĕмлетÿ хисепĕсен, глаголсен пур. Танл.: эпĕ (е хам) килĕп, эпир (е хамăр) килĕпĕр, иксĕмĕр килĕпĕр, иксĕр килĕр. Подлежащи япала ятĕнчен пулнă чухне сказуемăй (вăл сăпатланакан глаголтан пулнă чух) яланах виççĕмĕш сăпатра тăрать. Ку йĕрке подлежащи ытти пуплев пайĕнчен пулнă чух та çавнашкалах юлать.

 

Пĕр йышши подлежащисем хушшинче 1-мĕш сăпатри местоимени пулсан сказуемăй яланах 1-мĕш сăпат форминче пулать. Тĕслĕхрен: Вăрмана атте, анне, эпĕ кайрăмăр. Халăх юррисенче подлежащипе сказуемăй хисеп енчен килĕшсе тăмасан та пултараççĕ: Кунсем те уяр, çилсем сулхăн, çунатлăях кайăксем вĕçеймест.

Видео

Ҫӗнӗ материал
2021.03.14 20:05
Видео хушӑнчӗ: Юра асламăшĕ
2021.02.27 16:02
2021.02.27 16:01
Ҫӗнӗ страница: Ĕмĕт нклоненийĕ
2021.01.23 22:33
2021.01.23 20:58
Ҫӗнӗ страница: Сăпайлăх сăмахĕсем
2021.01.23 19:06
2021.01.23 19:03
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Кÿршĕ ял хĕр ачи мĕн ятлă-ши? (mp3)
2021.01.23 18:57
Ҫӗнӗ страница: Сăмах
2021.01.23 18:55
Видео хушӑнчӗ: К. В. Иванов. Нарспи. "Сарă хĕр" сыпăк