2. Подлежащи

Теори материалӗсем

Подлежащи

Предложенири ытти сăмахсене пăхăнман кам? мĕн? камсем? мĕнсем? ыйтусенче тăракан тĕп члена подлежащи теççĕ.

Подлежащи сказуемăй ĕçне кам тунине е сказуемăйра кăтартнă паллă камăн е мĕнĕн пулнине кăтартать. Ытларах чухне тĕп падежри япала ячĕпе местоименирен пулать: Йăмăкăм Салампи ятлă. Вăл 5-мĕш класра вĕренет. Подлежащи вырăнĕнче ытти сăмахсем те пулма пултараççĕ: Вăйли çĕнтерет. Саккăрмĕшсем ăмăртура мала тухрĕç. Юрлакансем сцена çинчен анчĕç. Чĕвĕл-чĕвĕл такама та килĕшет. Аякрах мар „Урра!“ илтĕнчĕ.

 

Подлежащи пĕр сăмахлă е темиçе сăмахлă пулма пултарать: Аппапа иксĕмĕр çырла пуçтартăмăр.

Хушма каҫӑсем

Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42