34§. Пуплевĕн ăслăлăх стилĕ

Теори материалӗсем

Пуплевĕн ăслăлăх стилĕ

Ăслăлăх стилĕ – ăслăлăх çитĕнĕвĕсем çинчен кĕскен те уçăмлăн пĕлтерекен е мěнле те пулин шухăша ěнентерекен пуплев.

     Кашни ăслăлăхăн хăйĕн терминĕсемпе ăнлавěсем пур. Тĕслĕхрен чĕлхе вĕрентĕвĕнче „фонетика“, „морфологи“, „синтаксис“, „пунктуаци“ ăнлавсем сарăлнă.

     Ăслăлăх стилĕнче сăмахсем, тĕпрен илсен, пĕр пĕлтерĕшлĕ –   куçăмлă, ытарлă, сăнарлă пěлтерěш илмеççě.

     Текстсен тĕп тĕллевĕ – адресат  патне мĕнле те пулин информаци çитересси, ăслăлăх факчĕсене пĕлтересси, ăнлантарасси, ку е вăл ыйту хуравĕ наука енчен мĕнле пулнине ĕнентересси. Çавна май ăслăлăх стилěн ăслав тата сăнлав кěввисене курма пулать.

     Ăслăлăх  текстěнче час-часах акă мĕн тĕл пулать:

– кĕнекере сарăлнă тата ятарлă лексика, ăслăлăх терминĕсем;

– çыхăну мелĕсем (тесе, тесен, мěншен тесен, енчен те, ытах, пулсан та, çапах, анчах союзсем; пирки, пула, кура хыç сăмахсем; туху, пĕрлелĕх, пирке падеж аффиксĕсем);

–  ыйтуллă прдложенисем, ыйтусăр хистевлĕ предложенисем.

     Ыйтуллă предложенисем ытларах чух риторикăллă пулаççĕ. Кун пек чух автор вулаканран ыйтнă пек тăвать те хăех хуравлать.

    Асăннă паллăсем  ăслав кĕввипе çырнă текстсемшĕн кăтартуллă.

    Сăнлав вăл – ку е вăл пулăмăн е япалан  ÿкерчěкне сăмахпа туни. Çавăнпа автор никампа тавлашмасть – ахальлĕн каласа парать е тĕслĕхсем, фактсем илсе кăтартать. Кунта – ăслăлăх стилěн маларах кăтартнă паллисенчен 2-мěшпе 3-мěшě пулмаççě.

Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42