Теори материалӗсем
Тема тата рема
Пĕр çын тепринпе хутшăнать пулсан вăл унтан мĕн те пулин ыйтса пĕлет е каласа парать. Çапла майпа предложенин икĕ пайне уйăрма май килет: эпир мĕн çинчен калаçнине кăтартакан пай (тема) тата ун çинчен пĕлтерекен пай(рема). Çак икĕ пай пĕрлĕхĕ предложенин шухăш тытăмĕ пулать.
Тема та, рема та пĕрер сăмахран та, темиçе сăмахран та пулма пултараççĕ. Тема подлежащипе яланах пĕр килсен те, килмесен те пултарать:
Шкулта|Ирина çыру çырчĕ.
Ку предложенире урлă йĕр умĕнчи шкулта сăмах тема пулать, подлежащи вара - Ирина сăмах.
Ирина |çыру çырчĕ.
Кунта вара подлежащипе тема пĕр килеççĕ: Ирина.
Темăпа рема ушкăнĕсем çинчен пĕр-ик сăмах калăпăр. Темăпа рема чиккине тĕрĕс палăртас тесен çаксене асра тытас пулать.
1. Калаçура темăпа рема хушшинче яланах пĕчĕк чарăну туса илетпĕр.
2. Темăпа рема пĕрер сăмахран та, сăмах майлашăвĕнчен те тăма пултараççĕ. Пуплеври чарăну шăпах вĕсем хушшине ÿкет: Ача |вылять. Темăпа рема чикки сăмах майлашăвĕнчи сăмахсем хушшине лармасть.
3. Темăра та, ремăра та тĕп сăмах пур. Вĕсене шухăш ушкăнĕсенчи ытти сăмахсем пăхăнса тăраççĕ.