Теори материалӗсем
Предложенипе сăмах майлашăвĕ – пĕлтерĕшлĕ сыпăксем
Предложенипе сăмах майлашăвĕ – пуплев вăхăтĕнче йĕркеленеççě.
Уйрăм шухăша палăртакан пĕр сăмаха е темиçе сăмах пĕрлешĕвне предложени теççĕ. Вăл хутшăнура тĕп вырăн йышăнать. Çавăнпа предложение пуплевĕн тĕп единици теме килĕшнĕ.
Хăй пĕлтерĕшлĕ виçĕ е ытларах сăмахран тăракан предложени сăмах майлашăвĕсěр пулмасть. Унта та сăмахсем шухăш енчен килĕшсе çыхăнаççĕ, пĕр сăмахĕ теприне пăхăнать.
Предложенипе сăмах майлашăвĕн пĕрешкеллĕхěсемпе уйрăмлăхěсем çаксем:
предложени – уйрăм шухăша палăртать; вĕçленÿллĕ интонациллĕ пулать; темиçе сăмахран кăна мар, пĕр сăмахран та тăрать;
сăмах майлашăвĕ – ăнлава палăртать; уйрăм сăмах вырăнне çÿреме пултарать; пĕр сăмахлă пулмасть, яланах икĕ пая пайланать.
Вырăссен приложениллĕ пĕрлĕхěсене чăвашла куçарнă чухне сăмах майлашăвěсем тумалла, дефиссăр çырмалла: космонавт летчик, биолог учитель, хирург врач, улăп йывăç.
Предложени тата сăмах майлашăвĕ
Предложенипе сăмах майлашăвĕ – пуплев вăхăтĕнче йĕркеленекен пĕрлĕхсем. Уйрăм шухăша палăртакан пĕр сăмаха е темиçе сăмах пĕрлешĕвне предложени теççĕ. Хутшăнура тĕп вырăн йышăннăран предложение пуплевĕн тĕп единици теме килĕшнĕ. Хăй пĕлтерĕшлĕ виçĕ е ытларах сăмахран тăракан предложенире ялан тенĕ пек сăмах майлашăвĕсем пулаççĕ. Вĕсенче те сăмахсем шухăш енчен килĕшсе çыхăнаççĕ, пĕр сăмахĕ теприне пăхăнать. Предложенипе сăмах майлашăвĕ хушшинчи пĕрешкеллĕхсемпе уйрăмлăхсем: предложени – уйрăм шухăша палăртать; вĕçленÿллĕ интонациллĕ пулать; темиçе сăмахлă кăна мар, пĕр сăмахлă та пулать (Хĕлле. Ял çыннин ĕçрен пушаннă); сăмах майлашăвĕ – ăнлава палăртать; уйрăм сăмах вырăнне çÿреме пултарать; пĕр сăмахлă пулмасть, яланах икĕ пайран тăрать (ял çынни, сивĕ хĕл, шăна кăмпи). Приложениллĕ пĕрлĕхсене чăваш чĕлхинче дефиссăр çырмалла, мĕншĕн тесен ăнлантаракан сăмахсем тĕп сăмах умĕн юнашар тăрса çыхăнаççĕ: космонавт летчик, биолог учитель.
|