18§. Междометисем

Теори материалӗсем

Междометисем

Междометисен лексика пĕлтерĕшĕ çук, çавăнпа вĕсем тулли пĕлтерĕшлĕ пуплев пайĕсенчен те, пулăшу ĕлтерĕшлисенчен те уйрăлса тăраççĕ. Хăй пĕлтерĕшле сăмахсем япалана, унăн паллине, хисепне , ĕçе ят парса кăтартаççĕ пулсан, междометисем вара кăмăл хусканăвне, туйăма ят памасăр тÿрремĕнех кăтартаççĕ.

Междометисен пĕлтерĕшĕ контекстра е ситуацире çеç палăрать. Текстра междомети пĕлтерĕшне е уйрăм сăмахпа, е предложенипе пĕлтереççĕ: Ах, сирĕн йывăç пахчи илемлĕ-çке. Фу-у-у, туссем патне тата магазинсем тăрăх чупса çуресешалтах ăш пиçрĕ.

Ку тĕслĕхсенче ах междомети савăнса тĕлĕннине, фу-у-у – ывăннине пĕлтереççĕ.

Междомети – улшăнман пуплев пайĕ. Предложени тытăмĕнче вăл ытти сăмахсемпе çыхăнмасăр  уйрăм тăрать, çавăнпа предложени членĕ те пулмасть

Тытăмĕ тĕлĕшĕнчен междометисем ансат. Вĕсем ытларах пĕр сыпăклă: ай, ах, эй, ну, фу, ха. Пĕр сыпăклă хăш-пĕр междометисене  икĕ е виçĕ хут та калаççĕ: ай-ай, ой-ой, кай-кай-кай, ха-ха-ха т. ыт. те. Тĕслĕхрен: Ой-ой, курманни миçе çул! терĕ Серафима ман алла чăмăртаса.

Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42