17§. Татăксене морфологи тĕлĕшĕнчен тишкерни

Теори материалӗсем

Татăксене морфологи тĕлĕшĕнчен тишкерни

Татăксене морфологи тĕлĕшĕнчен тишкерни: пуплев пайĕ, пĕлтерĕш уушкăнĕ, предложенири çыхăнăвĕ, тĕрĕс çырасси

 

Тĕслĕх:  Ара, ку тĕрĕсех пулсан тĕленсе хытсах каймалла-иç!

Ара – татăк, каланă шухăша çирĕплетет, пĕтĕм предложенипе çыхăннă, ытти сăмахсенчен  запятой лартса уйăрмалла.

-ех – татăк, сăмаха вăйлатса каланине пĕлтерет, тĕрĕс сăмахпа çыхăннă, хăй умĕнчи сăмахпа пĕрле çырмалла.

-ах – татăк, сăмаха вăйлатса каланине пĕлтерет, хытса сăмахпа çыхăннă, хăй умĕнчи сăмахпа пĕрле çырмалла.

-иç – татăк, предложенин шухаш тытăмне уçăмлатать, пĕтĕм предложенипе çыхăннă, сказуемăй пулакан сăмахран (хытса каймалла) дефиспа уйăрнă.

Асăрхăр! Хăш-пĕр татăксем (пулсан, çук, тем, та(те), халь) ытти пуплев пайĕсемпе омоним пулаççĕ.

Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42