5§. Причастисен вĕçленĕвĕ

Теори материалӗсем

Причасти вĕçленĕвĕ

Палăрту форминчи причастисем хисеппе падеж тăрăх улшăнаççĕ. Палăрту аффиксне йышăнман чухне иртнĕ, пулас причастисене нумайлă хисепре каламаççĕ, вĕçленнĕ чухне те хăш-пĕр падежсенче çеç пулма пултараççĕ.

Иртнĕ причасти час-часах туху тата пирке падежĕнче пулать. Тĕслĕх: Тусем-сăртсем хуп-хура юрĕ кайса пĕтнĕрен (туху п.). Ирина çав кĕнекене вуланăшăн (пирке п.)  хăйне телейлĕ тесе шутлать.

Туху падеж форми хăй пĕрлелĕх падежĕн аффиксне йышăнма пултарать: вуланăран-па. Чĕлхе ăслăлăхĕнче ăна иртнĕ причастин тăсăмлăх форми теççĕ.

Пулас причасти ытларах пару, туху, пĕрлелĕх, пирке падежĕсенче пулать. Тĕслĕх: Çапăçу хăçан пуçланасса (пару п.) салтаксем никам каламасăрах сисеççĕ. Шыв курăкĕ пусасран (туху п.) тесе ашшĕ валака çулсеренех люцерна вăрри акатчĕ. Кăнтăрла çитеспе (пĕрл п.)  ачасем кÿлле шыва кĕме кайрĕç. Йытă Верук патне никама та çывăха ярасшăн (пирке п.)  пулмарĕ.

Пулас причасти -ла(-ле) аффикс йышăнма пултарать: шăтарасла, пĕлесле. -Ла(-ле) аффикслă формăна евĕрлĕх форми теççĕ. Унăн грамматика синонимĕ пулас причасти çумне пек хыç сăмах хушăннипе пулать: шăтарас пек, пĕлес пек.

Пулмалли причасти нихăш падежра та пулмасть.

Сӑн пуххисем

Причасти вĕçленĕвĕ

Причасти вĕçленĕвĕ
Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42