Теори материалӗсем
Килĕшÿ наклоненийĕ
Сӑпат |
Форма |
Пӗреллӗ хисеп |
Нумайлӑ хисеп |
1-мĕш 2-мĕш 3-мĕш |
пурлă |
кай-ăп-ин кай-ăсă-н кай-V-ин |
кай-ăп-ăр-ин кай-ăсă-V-р кай-ĕ-ç-ин |
1-мĕш 2-мĕш 3-мĕш |
çуклă |
кай-м-ăп-ин кай-м-ăсă-н кай-м-V-ин |
кай-м-ăп-ăр-ин кай-м-ăсă-V-р кай-м-ĕ-с-ин |
Килĕшӳ наклоненийĕнчи глаголсем калаканни çав ĕçпе килĕшнине, уншăн ĕç результачĕ кирек епле пулсан та пур пĕрех иккенне пĕлтерет.
Килĕшу наклоненийĕн сăпатланăвĕ хăйне евĕрлĕ: 1) наклонени пĕлтерĕшне 1-мĕшпе 3-мĕш сăпатсенче -ин аффикс, 2-мĕш сăпатра -ăсă(-ĕсĕ) аффикс палăртать; 2) сăпат аффиксĕсем малтанхи икĕ сапатра çеç пур: -ăн(-ĕн), -н (пĕл-ĕп-ин, пĕл-ĕсĕ-н); 3) нумайлă хисеп аффиксĕ 1-мĕшпе 2-мĕш сăпатсенче –ăр(-ĕр), -р (пĕл-ĕп-ĕр-ин, пĕл-ĕсĕ-р); 4) çуклă форма глагол тĕпĕ çумне -м аффикс хушăннипе пулать (пĕл-м-ĕ-ç-ин, çыр-м-ăп-ăр-ин).
Килĕшӳ наклоненийĕнчи сăпат формисем –ччĕ аффикс йышăнма пултараççĕ. Ун пек чухне формăсем ĕçе тума чунтан ыйтнине пĕлтереççĕ: пĕлинччĕ, курăсăнччĕ, кайăпинччĕ.
Ҫыпӑҫтарнӑ файлсем
