37§. Глаголсем çинчен ăнлантарни

Теори материалӗсем

Глагол

Япала ĕçне кăтартакан пуплев пайне глагол теççĕ. Глаголăн ыйтăвĕсем: мĕн тăвать? мĕн турĕ? мĕн тума? мĕн тусан? тата ытти те. Ку пуплев пайĕ ытти пуплев пайĕсенчен наклонени, сăпатлă тата сăпатсăр формисем пуррипе уйрăлса тăрать. Наклонени – глаголăн грамматика категорийĕ, вăл глагол кăтартакан ĕç  чăн пулнипе пулманнине, калаканĕ ĕç çине мĕнле пăхнине кăтартать: шкула кайрĕ (ĕç тунине кăтартать), шкула кай (ĕç тума хушать), шкула кайăттăм (ĕç тума ĕмĕтленет), шкула кайăпин (ĕç тума килĕшнине пĕлтерет).

Глагол пурлă тата çуклă формисем пур. Çуклă формăна -м, -ма(-ме), -мас(-мес) аффиксемпе палăртаççĕ: каймăп,килмерĕ, курмастăн.

Çавăн пекех глаголăн пулаю форми пур, вăл -ай(-ей) аффикспа пулать: калайăп, килейĕ.

ĔÇ: "Кил тĕпкĕчи" видеосăвва тимлĕ итлĕр, çуклă формăри глаголсене çырса илĕр.

Видео

Ҫыпӑҫтарнӑ файлсем

Ҫӗнӗ материал
2024.11.05 15:57
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журнал аттестаци тухма пулăшать
2024.10.29 22:18
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Хĕлĕх хÿре кăвакал" Аудио
2024.10.29 22:02
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Трубина Марфи "Хăнаран" Аудио
2024.10.28 21:38
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Сăвăра пурăнакан илем
2024.10.28 21:25
Ҫӗнӗ страница: Биографийĕ
2024.07.21 17:34
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: Çĕнĕ номер
2024.07.21 17:29
2024.07.21 17:14
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Чун туйăмĕ" проект урокĕ
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)