Теори материалӗсем
Япала ячĕсен вĕçленĕвĕ
Япала ячĕ падеж тăрăх улшăннине вĕçленÿ теççĕ. Чăваш чĕлхинче пĕр тĕслĕ вĕçленÿ çеç. Кирек мĕнле япала ячĕ те пĕр пек вĕçленет, сăмах тĕпĕ çумне пĕр аффикссемех хушăнаççĕ: Пахчара (вырăн п.) тĕрлĕ чечек ÿсет. Кăçал вăрманта (вырăн п.) кăмпа нумай пулчĕ. Анчах та сăмах мĕнле сасăпа пĕтнине кура япала ячĕсен вĕçленĕвĕнче хăш-пĕр уйрăмлăхсем пулаççĕ. Сăмах тĕпĕпе аффикс пĕрлешнĕ тĕлте сасăсем е ылмашăнаççĕ, е тухса ÿкеççĕ. Кун пек уйрăмлăхсене пуринчен ытла камăнлăхпа пару падежĕсенче курма пулать. Падеж ыйтăвĕсем пирки çакна асра тытмалла. Вырăна кăтартакан япала ячĕсем пару, вырăн, туху падежĕсенче урăх ыйтусенче те пулма пултараççĕ: Вăрмана (пару п. – ăçта?) кайрăм; вăрманта (вырăн п. – ăçта?) пурăнатпăр; вăрмантан (туху п. – ăçтан?) таврăнатăр-и? Вăхăта пĕлтерекен сăмахсем туху падежĕнче хăçан? ыйтура тăма пултараççĕ: Тепĕр уйăхран (хăçан?) çырса пĕлтерĕп. |
Япала ячĕ вĕçленнĕ чухне нумайлă хисеп аффиксĕн хăш варианчĕпе (-сем е -сен) усă курасси сăмаха хăш падежра каланинчен килет: тĕп, пĕрлелĕх, çуклăх, пирке падежĕсенче -сем аффикс, камăнлăх, пару, вырăн, туху падежĕсенче -сен аффикс.