7§. Япала ячĕсен пулăвĕ

Теори материалӗсем

Япала ячĕсен пулăвĕ

Иккĕмĕшле япала ячĕсен шучĕ тĕрлĕ майпа ÿссе пырать. Вĕсем пуринчен ытла пĕр-пĕр сăмах  çумне сăмах тăвакан аффикс хушăннипе пулаççĕ: пулă+çă, хĕс+кĕч.

Истори тапхăрĕнче икĕ е ытларах сăмах тĕпĕ пĕрлешнипе те çĕнĕ сăмахсем пулаççĕ: çăра уççи – çăраççи, авăн карти – анкарти.

Сăмахсене мăшăрлатса каланипе те иккĕмĕшле япала ячĕсем пулаççĕ. Мăшăр япала ячĕсем виçĕ тĕрлĕ пулаççĕ:

1) антонимлă япала ячĕсем пĕрлешнипе: ир-каç, суту-илÿ;

2) синонимлă япала ячĕсем пĕрлешнипе: вут-шанкă, улăх-çаран;

3) пĕр йышши ăнлава, япалана пĕлтерекен япала ячĕсем пĕрлешнипе: сĕтел-пукан, атте-анне.

Иккĕмĕшле япала ячĕсем вырăс чĕлхинчи хутлă сăмахсене калькăланипе те пулаççĕ: райхаçат, автопуйăс.

 

Чăваш чĕлхинче  паллă ячĕсемпе (паттăр, шăрăх, маттур) глаголсем (тарăх, варкăш), сайра хутра  евĕрлев сăмахĕсем (куккук, пĕт-пĕлтĕк) тата хисеп ячĕсем (пиллĕксемпе вĕрен) япала ячĕ пĕлтерĕшĕпе çÿреме пултараççĕ.

Сӑн пуххисем

Япала ячĕсен пулăвĕ

Япала ячĕсен пулăвĕ
Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42