5-мĕш класра вĕреннине аса илни

Теори материалӗсем

Фонетика. Орфографи. Лексика

Фонетика

Çемçе уçă сасăпа юнашар тăракан хупă сасăсем пурте – умĕнчи те, хыçĕнчи те – çемçен илтĕнеççĕ:

кĕр, кÿлĕ, тĕрĕ, тĕл,

тет, тĕлĕк, ир, тилĕ,

йĕп,  тĕн.

Хытă уçă сасăпа юнашар тăракан хупă сасăсем хытă илтĕнеççĕ:

кар, кулă,

тăлă, тат,

ар, тылă.

К,п,с,т, ш хупă сасăсем икĕ уçă сасă е ялан янракан хупă сасăпа уçа сасă хушшинче янраса илтĕнеççĕ, анчах вĕсен янравлăхĕ вырăссен б, г, д, ж, з янравлăхне çитеймест. Çавăнпа та янраса илтĕнекен к, п, с,т, ш сасăсене б, г, д, ж, з сас паллисемпе палăртмаççĕ:

купа (куба мар), сасă (сазă мар),

хăмпă (хăмбă мар), кĕлте (кĕлде мар).

Б,  г, д, ж, з   сас паллисем вырăс чĕлхинчен çыру урлă кĕнĕ сăмахсенче тĕл пулаççĕ. Вăл сăмахсене вырăс çырăвĕнчи пекех çырмалла:

билет (пилет мар), клуб (клуп мар),

герб (керп мар), орден (ортен мар),

скобка (скопка мар), утюг (утюк мар).

Орфографи

О, ё сас паллисене вырăсларан çыру урлă кĕрекен сăмахсенче çыраççĕ: общество, область, оборона, самолет.

 Е, ё, ю, я сас паллисене çакăн пек чухне çыраççĕ:

1.  Сăмах пуçламăшĕнче,  уçă сас паллисем тата ъ, ь хыççăн йэ, йо, йу, йа сасăсен пĕрлешĕвне палăртма: енчĕк, ёлка, юрă, ялав; çиет, хăех, заём, каю, туя; мăрье, çемье, статья, адъютант.

2.  Ютран çыру урлă йышăнакан хăш-пĕр сăмахсенче ё вырăнне о çыраççĕ, ун умĕн ь лартаççĕ: батальон, почтальон, медальон, лосьон.

3.  Çемçе хупă сасă хыççăхи а, о, у, э сасăсене  палăртма: наряд,  выля,  самолет, Ванюк.

Ç, ч сас паллисем хыççăн и е ы çырмалли йĕрке çакăн пек: пуçламăш формăра хытă хупă сас палли умĕн  ы çырмалла (çын, чылай, çыр, чышкă), çемçе хупă сас палли умĕн – и (çил, çип, чикĕ, чир).

Ç, ч хыççăн мĕнле сас палли лартассине сăмаха пĕр-пĕр падежра е наклоненире  лартса та пĕлме пулать. Енчен те сăмах çумне çемçе аффикс хушăнать пулсан ç, ч хыççăн и сас палли çырмалла, аффиксăн хытă варианчĕ хушăнсан – ы сас палли. Тĕслĕхсем:

 çи – çиет, чыс – чыспа, чир – чирлет.

Асăрхаттарни: кун пек тĕрĕсленĕ чухне -сем, -чен (-ччен) йышши хытă вариантсăр аффиксемпе усă курма юрамасть.

 Ă  е ĕ сасă  тухса ÿкме е кĕрсе ларма пултаракан сăмахсене икĕ тĕрлĕ калама е çырма юрать: алă е ал, сасă е сас, вунă е вун, халĕ е халь, пулăçă е пулăç, çĕвĕçĕ е çĕвĕç, вĕлтĕрен е вĕлтрен, нихăçан е нихçан, пурăнăç е пурнăç, пурăнатăп е пурнатăп.

 Вырăсларан çыру урлă йышăннă хупă сасăпа вĕçленекен сăмахсен юлашки уçă сассине пур формăра та вырăсли пек палăртмалла: трактор – тракторăн, директор – директорăн, фермер – фермерăн (трактăрăн, директăрăн, фермăрăн мар).

 Чăваш сăмахĕсенче к, п, с, ç, т, х, ч, ш шавлă хупă сасăсем икĕ уçă сасă хушшинче тата умĕнхи ялан янăравлă хупă сасăпа хыççăнхи уçă сасă хушшинче янăраса (кĕскен) е янăрамасăр (вăрăммăн) илтĕнеççĕ. Янăраса (кĕскен) илтĕннĕ чухне вĕсене пĕр сас паллипе (атă, сасă, лаша, пурçăн, килчĕ), янăрамасăр (вăрăммăн) илтĕннĕ чухне икĕ сас паллипе палăртмалла (атта, сасса, ăшша, ирччен, килсеччĕ). Ытти чухне чăваш сăмахĕсенчи шавлă хупă сасăсем янăрамаççĕ, вĕсене пĕр сас паллипе кăтартаççĕ (кукша, пĕтрĕ, кустăрма, пахча).

Асăрхаттарни. Вырăсларан çыру урлă йышăнакан сăмахсенче янăрамасăр илтĕнекен шавлă хупă сасăсене, вырăс çырулăхĕнчи пекех, пĕр сас паллипе те, икĕ сас паллипе те палăртаççĕ: парта, акаци, лампа, раса, офицер; анчах та аттестат, аппарат, касса, аккорд, эффект.

 Б. г, д, ж, з, ф, ц, щ сас паллисене вырăс чĕлхинчен çыру урлă йышăннă сăмахсенче çеç çырмалла: бригада, завод, ферма, Блок, Гладков, Жаров, цирк, ящур.

 Ялан янăравлă в, й, л, м, н, р хупă сасăсене кĕскен илтĕннĕ чухне пĕр сас паллипе, вăрăммăн илтĕннĕ чухне икĕ сас паллипе палăртмалла. Танл.: сăвă – сăвви, вăйă – вăййăм, пулă – пулли, вăрăм – вăрăмми, тырă – тырри.

Асăрхаттарни. Й хупă сасă вăрăммăн илтĕннине пур формăра та пĕрешкел – икĕ сас паллипе палăртмалла: вăйă – вăййăм, вăййу, вăййи, вăййа; хăйă – хăййăм, хăййу, хăййи, хăййа.

 Ъ палла вырăсларан çыру урлă йышăннă сăмахсенче икшер сасса пĕлтерекен е, ё, ю, я сас паллисем умĕн çыраççĕ: объект, подъезд, адъютант, разъезд, съезд, анчах карьера, карьер, рантье т.ыт.те.

 Ь палла çакăн пек чух çыраççĕ:

1. Чăваш сăмахĕсенче икшер сасса пĕлтерекен е, ю, я сас паллисем умĕн: кĕсье (анчах кĕсйÿ, кĕсйи), тухья, тухью (анчах тухйи, мăрье (анчах мăрйи), Марье, Тарье, Птăрьел. Кун пек чухне ь çемçелĕхе кăтартмасть – е, ю, я сас паллисене йэ, йу, йа пек  вуламаллине пĕлтерет.

2. Хытă сыпăкри хупă сасă çемçен илтĕннине ун хыççăн ь лартса паллă тăваççĕ: мăкăнь, супăнь, выльăх, юрать, пуль.

Асăрхаттарнисем. 1. Вырăсларан çыру урлă йышăнакан сăмахсенче çемçе уçă сасă хыççăнхи хупă сасă çеçелĕхне ь лартса палăртмалла: акварель, лагерь, вермишель, мишень, сельдь, Ильмень (кÿлĕ). Чăваш сăмахĕсенче çемçе уçă сасă хыççăнхи хупă сасă çемçелĕхне ь паллăпа кăтартмаççĕ: кĕлет, кĕрĕк, çивĕт, пĕлĕт, килет.

2. Чăваш сăмахĕсенче хытă сыпăкри л, н хупă сасăсем ç, ч умĕн калаçура çемçен илтĕнме пултараççĕ, анчах çырура ь лартмаççĕ: мунча, кунча, пылчăк, çулçă, шалçа, кулчĕ, канчĕ.

 Л, н, т сасăсемпе пĕтекен япала ячĕсене 3-мĕш сăпатра пару падежĕнче каланă чух сăмах тĕпĕнчи хупă сасă çемçен илтĕнет пулсан та ь çырмаççĕ: ял – ялне, ывăл – ывăлне, тăван – тăванне, автан – автанне, çурт – çуртне, пат – патне.

 Сăмах вĕçĕнчи çемçелĕх паллине (ь) хупă сас паллипе пуçланакан пур аффикс умĕнче те çырмалла: мăкăль – мăкăльпе, мăкăльсĕр, мăкăльлĕ, мăкăльне; медаль – медальпе, медальсĕр, медальлĕ, медальне; мăкăнь – мăкăньпе, мăкăньсĕр, мăкăньлĕ, мăкăньне; степень – степеньпе, степеньсĕр, степеньлĕ, степеньне; словарь – словарьпе, словарьсĕр, словарьлĕ, словарьне.

Лексика

Пĕр ăнлавах пĕлтерекен, анчах тĕрлĕрен илтĕнекен сăмахсене синонимсем теççĕ.

            Илемлĕ - хитре, чипер

           Кахал - наян, юлхав

Пĕр пуплев пайнех кĕрекен хире-хирĕçле пĕлтерĕшлĕ  сăмахсене антонимсем теççĕ.

            Хура -шурă, пысăк - пĕчĕк

Пĕр пек илтĕнекен, анчах тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ сăмахсене  омонимсем теççĕ.

        Йытă вĕрет, çил вĕрет, яшка вĕрет

 

Видео

Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42