Чăваш чӗлхипе литературине, тăван ен историйӗпе культурине вӗрентмелли видеоматериалсен конкурсӗн
положенийӗ
I. Пĕтĕмĕшле калани
Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политики министерствин хушма професси вĕренĕвĕн «Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ» тата Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕ чăваш чӗлхипе литературине, тăван ен историйӗпе культурине вӗрентмелли видеоматериалсен конкурсне (малалла – Конкурс) ирттереççĕ.
II. Конкурс тĕллевĕсемпе задачисем:
– чӑваш чӗлхине малалла аталантарасси, халӑх хушшинче сарасси;
– чăваш чӗлхине вӗрентсе пухнă паха опыта сарасси;
– урокра тата занятире усă курма юрăхлă видеоматериалсен банкне хатӗрлесси.
III. Конкурс ирттерме палăртнă вăхăт
Конкурс 2020 çулхи ака уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа ҫу уйăхĕн 20-мĕшĕччен пырать.
IV. Конкурса хутшăнакансем
Конкурса Чăваш Республикин шкулчченхи, пĕтĕмĕшле пĕлу паракан вĕренÿ организацийӗсенче, професси вӗренӗвӗн организацийӗсенче (колледжсемпе техникумсенче) чăваш чӗлхипе литературине, тăван ен культурине вӗрентекенсем хутшăнма пултараҫҫӗ.
V. Конкурс номинацийĕсем:
Ӗҫсене ҫӗнӗ темăна мӗнлерех уҫса панине кура хаклаҫҫӗ.
Ҫӗнтерӱҫӗсемпе призерсене ҫакăн пек номинацисемпе палăртаҫҫӗ:
Чăваш чĕлхипе:
- чăвашла чи лайăх видеофильм хатĕрленĕ вĕрентекен;
- вырăсла чи лайăх видеофильм хатĕрленĕ вĕрентекен;
- чăвашла чи лайăх видеопрезентаци хатĕрленĕ вĕрентекен;
- вырăсла чи лайăх видеопрезентаци хатĕрленĕ вĕрентекен;
Чăваш литературипе:
- чăвашла чи лайăх видеофильм хатĕрленĕ вĕрентекен;
- вырăсла чи лайăх видеофильм хатĕрленĕ вĕрентекен;
- чăвашла чи лайăх видеопрезентаци хатĕрленĕ вĕрентекен;
- вырăсла чи лайăх видеопрезентаци хатĕрленĕ вĕрентекен;
Тăван ен историйӗпе тата культурипе:
- чăвашла чи лайăх видеофильм хатĕрленĕ вĕретекен;
- вырăсла чи лайăх видеофильм хатĕрленĕ вĕрентекен;
- чăвашла чи лайăх видеопрезентаци хатĕрленĕ вĕрентекен;
- вырăсла чи лайăх видеопрезентаци хатĕрленĕ вĕрентекен;
Чăваш чӗлхипе тата тăван ен культурипе:
- чăвашла чи лайăх видеофильм хатĕрленĕ педагог;
- вырăсла чи лайăх видеофильм хатĕрленĕ педагог;
- чăвашла чи лайăх видеопрезентаци хатĕрленĕ педагог;
- вырăсла чи лайăх видеопрезентаци хатĕрленĕ педагог.
VI. Конкурс ирттермелли йĕрке
Конкурса вӗренӱ организацийӗсен программипе çыхăннă материалсене йышăнаççĕ. Видео тăршшĕ 10 минутран вăрăм пулмалла мар. Кирек мĕнле видеоформатра та ярса пама пулать.
Видеоматериалсене "ШкулТВ" телеканалта тата Чăваш Республикин вӗренӱ институчӗн сайтӗнче вырнаçтараççĕ. Хатĕр ĕçсене civhim2@yandex.ru электрон почта çине 2020 ҫулхи ҫу уйăхӗн 20-мӗшӗччен ярса памалла.
Конкурс инçет мелпе пулать. Видеопа пĕрле заявка пулмаллаа.
Заявкăна ҫак йӗркепе ямалла.
№№ |
Конкурса хутшăнаканăн хушамачӗ, ячӗ, ашшӗ ячӗ |
Вӗренӱ организацийӗн ячӗ |
Должность |
Электрон адрес |
|
|
|
|
|
VII. Конкурса пĕтĕмлетни тата чыслани
Жюри конкурса тăратнă ĕçсене пăхса тухса хак парать, ҫӗнтерӱҫӗсемпе призерсене палăртать.
Чыслава хăҫан ирттересси хальхи вăхăтри ерекен чир хăш вăхăтра лăпланнинчен килĕ. Чир вăраха кайсан конкурса йĕркелекенсем хăйсен йышăнăвĕпе чыслава инçет майпа йĕркелеме пултараççĕ. Ун пирки ятарласа пĕлтерĕпӗр.