Яндекс.Тӑлмача чӑваш чӗлхи кӗртнӗшӗн тав тунӑ
16.02.2020 15:11 | просмотров: 754

Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Яндекс.Тӑлмача чӑваш чӗлхи кӗртнӗшӗн тав тунӑ.

Аса илтерер: нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче асӑннӑ сервисра чӑваш чӗлхин куҫаруҫи ӗҫлесе кайрӗ. Ҫакӑнта Чӑваш халӑх сайчӗн администраторӗн Николай Плотниковӑн тӳпи пысӑк. Куҫаруҫӑна сервиса кӗртесси Чӑваш чӗлхин ик чӗлхеллӗ корпусне йӗркеленинчен пуҫланнӑ. Николай Плотников тата ӑна пулӑшакан энтузиастсем ҫине тӑни харама кайман.

 

Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев чӑваш чӗлхине Яндекс.Тӑлмача кӗртнине пысӑка хурса хакланӑ. Тав сӑмахне вӑл Фейсбукри хӑйӗн страницине вырнаҫтарнӑ.

Тав сӑмахне вуланисенчен пӗри, Л. Пэленич, «Чӗлхемӗр куҫҫулӗ ахалех юхмарӗ курӑнать», — тесе ҫырнӑ. «Н. Плотников алтӑрӗ-ҫӑлтӑрӗ ку веҫех!», — палӑртнӑ вӑл. Оля Антонова чӑваш чӗлхине тӑлмача кӗртесшӗн тӳлевсӗр тӑрӑшнӑ темиҫе ҫынна тав тумалла тата пулӑшмалла тесе шухӑшлать.

Ытти хыпарсем
Ҫӗнӗ материал
2023.05.07 11:54
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Автан (mp3)
2023.05.07 11:53
2022.11.20 10:49
Видео хушӑнчӗ: Илемлĕхе курма пÿрнĕ ача
2022.11.20 10:30
Видео хушӑнчӗ: Хутлă сăмахсем
2022.11.20 10:21
Видео хушӑнчӗ: "Евĕрлев сăмахĕсем" видеопрезентации
2022.11.17 22:05
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: С.М. Михайлов. Презентаци
2022.11.17 22:02
2022.11.17 21:59
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Чăваш халăх сайчĕ. Н. Я. Бичурин
2022.11.17 21:57
Видео хушӑнчӗ: д/ф «Люди-легенды: Никита Бичурин» (2019)
2022.11.17 21:51
2022.11.16 23:32
Видео хушӑнчӗ: Арҫури (Леший)
2022.11.16 23:25
2022.11.16 23:18
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Çăкăртан асли çук" презентаци
2022.11.16 23:14